Герб Уфимского райна

Администрация сельского поселения


Дюртюлинский сельсовет


муниципального района Шаранский район


Республики Башкортостан

👩‍⚕👫 Сывлăха упра – вăл хаклă тупра

🔔 Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне çулсерен апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун Тĕнчери сывлăх сыхлавĕн пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ.

💪 Сывлăх чи хаклă тупра тенĕ мĕн авалтан. Ăна кунран кун упрамалла. Тĕрлĕ чир-чĕр ан çыпçăнтăр тесен пĕрмаях сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Çакна Шаран районĕнчи Тÿртуллĕ ялĕнчи «Малышок» ача садне çÿрекенсем асра тытма тăрăшаççĕ. Тĕрĕс апатланма, хул-çурăма çирĕплетме тата ачасене спортпа туслаштарас тесе «Малышок» ача сачĕн ĕçченĕсем чылай ĕç туса ирттереççĕ.

⛹‍♂ Ача пахчинчи Сывлăх кунĕ, кашни кунхи пекех, ирхи зарядкăран пуçланнă. Шăпăрлансен кăмăлне çĕклес тесе хусканусене хаваслă юрă-кĕвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Çакăн хыççăн пĕчĕкскерсем эстафетăсемпе уçă сылăшра чупмалли-сикмелли вăйăсене вылянă. Кунăн иккĕмĕш çурринче вăранма пулăшакан гимнастика тунă. Унсăр пуçне воспитательсем ача пахчине çÿрекенсем валли «Тăватă сăмаха астуса юл», «Ÿт-пÿ пайĕсене каласа тух», «Çиме юрăхлă тата юрăхсăр», «Гигиена правилисем» дидактика вăййисене хатĕрленĕ.

👩‍⚕ Сывлăх кунĕнче ача садне Лилия Трофимова фельдшер хăнана килнĕ. Лилия Анатольевна шăпăрлансене пĕлÿ паракан калаçу йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕ пахча çимĕçсемпе улма-çырласен усăлăхĕ, ÿт-пĕве çирĕплетмелли мелсем çинче чарăнса тăнă. Хăй каланине мультфильмсенчи тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă.

Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.